+23 °С
Ясно


Çав вăхăтрах дизель топливине экспорта ярассине, рынокри хутшăнусем йĕркене кĕрсен, чарма пăрахĕç. Нефтьрен продукци туса кăларакан заводсем хамарăн çĕршыври потребительсене дизель топливипе тулли тивĕçтерсен çеç ют çĕршывсене сутма пултарĕç тесе çирĕплетне Александр Новак.
Аса илтеретпĕр, нефтьрен тунă продукцисене экспорта ăсатасси пирки вăхăтлăх чару мерине июль уйăхĕн пуçламăшĕнче логистикăна пула йышăннăччĕ. Вăл июлĕн 31-мĕшĕччен ĕçлемелле пулнă, анчах та лару-тăру лайăх енне улшăнманни çакăн пек утăм тума хистенĕ-тĕр.
Юрий СНЕГОПАД.