Урал сасси
+1 °С
Ясно
Общество
23 Сентября , 12:00

Александр Шельдяев ПР правительствин премьер-министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлĕ

Çакăн пирки паянхи оперативлă канашлура республика Пуçлăхĕ Радий Хабиров пĕлтернĕ.  

Добавить в предпочтительные источники Google
Александр Шельдяев ПР правительствин премьер-министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлĕАлександр Шельдяев ПР правительствин премьер-министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлĕ
Александр Шельдяев ПР правительствин премьер-министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлĕ

- Паян эпĕ Александр Николаевич  Шельдяев  правительствăн премьер-министрĕн  тивĕçĕсене пурнăçлама пуçласси çинчен калакан указа алă пусатăп. Эсир малалла та тухăçлă ĕçлессе шанатăп. Çĕнĕ йышăнусем тата çĕнĕ вăй-хăват кĕтетпĕр – тенĕ Радий Хабиров.

Александр Шельдяев ПР премьер-министрĕн çумĕ – Пушкăртстан Республикин промышленность, энергетика тата инноваци министрĕ пулнине аса илтертпĕр.

Вăл 1981 çулхи март уйăхĕн 18-мĕшĕнче Сарă ту облаçĕнчи Карловка ялĕнче çуралнă. Пушкăрт патшалăх аграри университетĕнчен вĕренсе тухнă, ПР президенчĕ çумĕнчи Пушкăрт патшалăх служби тата управлени академийĕнче пĕлĕвне ÿстернĕ.

2003 çултан пуçласа Пушкăрт патшалăх аграри университетĕнче наукăн аслă ĕçченĕ, «ГАЛС» ООО сервис службин инженерĕ пулса ĕçленĕ. 2005-2010 çулсенче ПР правительствин аппаратĕнче пĕтĕмĕшле пайра аслă специалист, ТЭК аталанăвĕн тата экономика отраслĕнчи координаци пайĕн консультанчĕ, тĕп консультат пулнă.

2010 çулта Александр Шельдяева ПР çутçанталăк тата экологи министрĕн çумĕ пулма палăртнă, çав çулах  «Башмелиоводхоз» управленин тĕп инженерне лартнă. 2010-2014 çулсенче Пушкăртстан правительствинче координаципе аналитика пайĕн советникĕ; инновациллĕ аталану, наука, çыхăну тата массăлла коммуникаци пайĕн ертÿçин çумĕ; экономика аталану пайĕн  ертÿçин çумĕ; экономика аталанăвĕн департаменчĕн планпа территори аталану пайĕн ертÿçи пулнă. 2014-2019 çулсенче ПР правительство аппаратĕнче экономика аталану департаменчĕн директорĕн тивĕçĕсене пурнăçланă.

2019 çулта ăна ПР правительствин аппарат ертÿçин çумĕ пулма шаннă. 2019-2022 çулсенче ПР промышленность, энергетика тата инноваци министрĕн тивĕçĕсене пурнăçланă.

2022 çулхи сентябрьте Пушкăртстан Республикин премьер-министрăн çумĕ - ПР промышленность, энергетика тата инноваци министрĕ пулма çирĕплетнĕ. Вăл - Халăхсен туслăхĕ орден кавалерĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Александр Шельдяев ПР правительствин премьер-министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлĕ
Александр Шельдяев ПР правительствин премьер-министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлĕ
Автор:Юрий Михайлов