

- Вăл тĕрлĕ яваплă вырăнта тата ĕçре тăрăшрĕ: 7 çул Пушкăртстан Республикин правительство премьер-министрĕ пулчĕ. Çак çулсем республика аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ тапхăр шутланаççĕ. Пĕрле эпир инфратытăма тата социаллă проектсене пурнăçа кĕртрĕмĕр, пысăк йывăрлăхсене çĕнтертĕмĕр, ертсе пырас ĕçре яваплă йышăнусем турăмăр тата федераллă рейтингра регион лайăх та тухăçлă кăтартусемпе савăнтарчĕ, - тенĕ Радий Хабиров.
Пушкăртстан Пуçлăхĕ Константин Толкачева та аса илнĕ.
- Паянхи кун эпир кăмăллă çынна, аслă юлташăмăра, вăл пирĕншĕн питĕ кирлĕ çынччĕ, хисеплĕ Константин Борисович Толкачева манмалла мар. Унăн ячĕпе ăшă сăмахсем каламалла. Вăл вăхăтсăр пиртен уйрăлса кайни – пирĕн республикăшăн пысăк çухату. Константин Борисович 27 çул Патшалăх Пухăвне-Курултая ертсе пычĕ, йывăр чире пăхмасăр юлашки кунччен депутатсен стройĕнче пулчĕ, - палăртнă регион ертÿçи.
Республика Пуçлăхĕ Андрей Назаров бизнесра, патшалăхпа общество сферинче пуян опыт пухнă, пурнăçăн тĕрлĕ енне тарăн ăнланакан, йывăрлăхри çивĕ ыйтусене татса пама пултаракан çын пулнине аса илтернĕ. Унăн федералсен шайĕнче те пысăк авторитет пур.
Радий Хабиров регион правительствинчи улшăнусем çинче те чарăнса тăнă.
- Республикăра ертсе пыракансен тухăçлă ĕçлекен çĕнĕ ăру çитĕнет. Çавăнпах эпир премьер-министр тивĕçĕсене пурнăçлама Александр Николаевич Шельдяева шантăмăр. Вăл правительство аппаратĕнчи ахаль ĕçченрен пуçласа Пушкăртстанри промышленность, энергетика тата инноваци министрне - премьер-министрăн çумне çитрĕ. Ăна çак ĕçе шанни ертÿçĕ команди çĕнелнине систерет, ăруран ăрăва куçакан ырă пулăм тата малашне тухăçлă ĕçлесси упранать, - çирĕплетнĕ республика Пуçлăхĕ.
Политика партийĕсен ертÿçисем тухса калаçнă хыççăн депутатсем пĕр саслăн пулса Андрей Назаров кандидатурине Пушкăртстан Республикин Патшалăх Пухăвĕн-Курултайăн председателĕ пулма сасăланă.
Юрий СНЕГОПАД.