

Çакăн çинчен калакан указа Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров алă пусса çирĕплетнĕ. Унпа килĕшуллĕн преми виçи 150 пин тенкĕрен 500 пине çитнĕ, çапла майпа вăл виçĕ хут ытла ÿснĕ.
Указ ăна алă пусса çирĕплетнĕ кунран, 2026 çулхи сентябрь уйăхĕн 23-мĕшĕнчен, вăя кĕрет.
Справка. С.Т. Аксаков ячĕллĕ литература премине 1996 çулта çирĕплетнĕ. Ăна литература анинче тунă пысăк çитĕнÿсемшĕн (пĕлтерĕшлĕ те тарăн шухăшлă хайлавсемшĕн) тата республикăри культура еткерлĕхне упраса аталантарнашăн параççĕ.
Пушкăртстанра сентябрь уйăхĕн 25-26-мĕшĕсенче Пĕтĕм тĕнчери ХХХVI Аксаков фестивалĕ иртет. Унта сумлă хăнасем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен тата ют çĕршывсенчен (Германи, Серби, Финлянди, Белград) пулĕç.
Юрий СНЕГОПАД.