Урал сасси
+10 °С
Ясно
Общество
14 Октября , 13:00

Ĕпхÿре Атте кунне халалласа чаплă акци йĕркеленĕ

Атте кунĕ умĕн (вăл октябрь уйăхĕн виççĕмĕш вырсарни кунĕнче иртет) Ĕпхÿре ырă та кăмăллă акци йĕркеленĕ. Вăл аякрине çывхартма тата çывăх çынсемпе чуна уçса калаçма май парĕ. Проекта октябрь уйăхĕн 13-18-мĕшĕсенче хутшăнма пулать.

Добавить в предпочтительные источники Google
Ĕпхÿре Атте кунне халалласа чаплă акци йĕркеленĕĔпхÿре Атте кунне халалласа чаплă акци йĕркеленĕ
Ĕпхÿре Атте кунне халалласа чаплă акци йĕркеленĕ

Пысăк та пĕлтерĕшлĕ пуçарăва Пушкăртстанри пĕтĕм тĕнчери «Ĕпхÿ» аэропорт, Раççей Почти тата «Ростелеком» пурнăçа кĕртеççĕ. Партнерсем  саламламалли икĕ мел хатĕрленĕ: йалана кĕни - хут çине çырса тата цифрăллă.

Енчен те кам та пулсан самолетпа аякка вĕçме хатĕрленет пулсан, «Ĕпхÿ» аэропортăн терминалĕнче пĕрремĕш хутри «Информаци» текен юпа (стойка) умĕнче ятарласа хут открыткăсем хатĕрлесе хунă. Вĕсем çине темиçе ăшă сăмах çырса открыткăсене юнашар тăракан Раççей Почти ещĕкне ямалла. Октябрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче почта ĕçченĕсем вĕсем çине марка çыпăçтарса çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи адресатсем патне ăсатĕç.

Аттене онлай мелĕпе те саламлама пулать. Техника енчен кунта «Ростелеком» пулăшĕ, вăл МАКС мессенджерта ятарлă чат-бот хатĕрленĕ. Ун çине хăвăн сăн ÿкерчĕкне вырнаçтаран та бот уяв открытки çине сире кирлĕ ÿкерчĕке тата хăвара килĕшекен сăмахсемпе çырнă текста хатĕрлесе илемлетет. Хатĕр ÿкерчĕке çывăх çынсен кирек мĕнле мессенджерне е почтине яма пултаратăр.

Акци октябрь уйăхĕн 18-мĕшĕччен тăсăлать

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов