

2024 çулта 54-ри арçын интернетри ют çĕршывсен социаллă сетĕнче Раççее хирĕç кĕрешме чĕнсе калакан видеоролика пăхнă. Ун хыççăн вăл унти кăтартупа (ссылкăпа) Украина Хĕç-пăшаллă вăйĕсен пĕр подразделенийĕн официаллă сайтне кĕнĕ. Кăшт вăхăт иртсен арçын Украина енче Раççее хирĕç çапăçма хирĕç маррине те пĕлтернĕ, çак тĕллевпе интернетра анкета та çырса хатĕрленĕ.
Раççей Федерацин законĕсемпе килĕшуллĕ çак утăм преступлени тăвасси патне илсе çитерет, мĕншĕн тесе вăл Тăван çĕршыва хирĕç тунă ĕç шутланать. Хăрушсăрлăх органĕн ĕçченĕсем пулса иртнине уçăмлатнă хыççăн Ĕпхÿ çыннине официаллă майпа асăрхатару тума йышăннă. Енчен те вăл хăйĕн шухăшне улăштармасан унăн суд сакки çине ларма тÿр килĕ.
Раççей Федераллă хăрушсăрлăх службин Пушкăртстанри управленийĕн пресс-служби.