Урал сасси
+23 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Пĕчĕк ял шăпи
31 Кӑрлач 2023, 12:20

Фельдшер тупма пулăшăр

Ăхпуç ялĕ Пишпÿлек тăрăхĕнчи чи илемлĕ вырăнсенчен пĕринче никĕсленнĕ. Ял Пелепей – Пишпÿлек – Приютово çул хĕрринчех вырнаçнăран кирек ăçта кайма та меллĕ. Хăй вăхăтĕнче кунта пурнăç кĕрлесе тăратчĕ.

Фельдшер тупма пулăшăр
Фельдшер тупма пулăшăр

Оптимизаци хумĕ килсе çапсан тулли мар вăтам пĕлÿ паракан шкула та, клуба та хупрĕç. Халĕ ĕçлекен çуккипе уйăх ытла ĕнтĕ фельдшерпа акушер пункчĕн алăкĕ çинче те çăра çакăнса тăрать. Ялта пурăнакансенчен ытларах пайĕ – пенси çулне çитсе пыракансемпе тивĕçлĕ канури ватăсем. Çамрăксем медицина пулăшăвĕ илме район центрне, хуласене те çитсе килме пултараççĕ-ха. Анчах ватăсене кашни уколшăнах инçене кайма питĕ хĕн. Юн пусăмĕ, чĕре таппи ÿссе кайсан çумра фельдшер пурри епле лайăх. Çын хăйне шанчăклăрах, хÿтлĕхлĕрех туять.
Çак ыйтупа ял Канаш, район администрацийĕсене те тухрăмăр. «Фельдшер тупаймастпăр, тен, хăвăр шыраса пăхăр», – сĕнчĕç пире.
Çавăнпа та редакцие çырас терĕмĕр. Хаçат вулаканĕсем хушшинче пире пулăшма пултаракан çынсем, яла ĕçлеме килес текенсем пуласса шанатпăр. «Земство тухтăрĕ» программăпа ĕçлеме вырнаçас кăмăллă çамрăксем пулсан лайăхчĕ. Луганск, Донецк тăрăхĕсенчен куçса килнисенчен фельдшер специальноçне алла илнисем, ялта пурăнас текеннисем те пулма пултараççĕ. Хапăл тусах кĕтсе илĕттĕмĕрччĕ вĕсене.
Ăхпуç ял çыннисен ятĕнчен Алексей СЕМЕНОВ.
Пишпÿлек районĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: