ПР Сывлăх сыхлав министрĕ Айрат Рахматуллин шурă халатлă ĕçченсене професси уявĕ ячĕпе саламланă, патшалăх лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме яланах хатĕр пулнăшăн тав тунă. Республикăри çичĕ медицина ĕçченне «ПР тава тивĕçлĕ тухтăрĕ», «ПР тава тивĕçлĕ медицина ĕçченĕ» хисеплĕ ятсем панă. 43 медицина ĕçченне «Сывлăх сыхлав отличникĕ» кăкăр çине çакмалли паллăпа наградăланă. «РФ Сывлăх сыхлав отличникĕ» кăкăр çинчи палла тивĕçнисенчен пĕри – чăваш, Пелепей хулинчи тĕп район больницин патологоанатоми уйрăмĕн ертÿçи – Сергей Леонидович Николаев. Çак специальноçпа вăл Пушкăрт патшлăх медицина университетĕнчен вĕренсе тухнăранпах, 28 çул хушши, ĕçлет. Шанса панине тÿрĕ кăмăлтан пурнăçланăшăн ăна маларах та тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсемпе, наградăсемпе сахал мар чысланă. Сергей Леонидовича çак сумлă ята тивĕçнĕ ятпа ăшшăн саламлатпăр, малашне те çĕнĕ çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх, çирĕп кăмăл, ăнăçу сунатпăр.
«Урал сасси» хаçат редакцийĕ.