Валерий Владимирович вĕри те канăçсăр чĕреллĕ çын пулнине пĕлнĕ май унăн шалти туйăмне пире хак пама питĕ те йывăр. Уйрăмах поэтăнне. Анчах та эпир те унпа пĕрле пĕтĕм чăваш халăхĕ çĕкленÿллĕ кăмăлпа хамăрăн çавăн пек космонавт пурришĕн мăнаçланатпăр та савăнатпăр, чăваш кăйкăрĕн çутă сăнарне куç умне кăларса тăрататпăр, асра тытатпăр, унăн уменче пуç таятпăр. Çапах та калас сăмаха Туркай сăввинчи йĕркесемпех вĕçлеме кăмăл пур.
Мухтанма та, тен, пĕлместпĕр,
Андрия, эпир санпа.
Савасса вара саватпăр,
Чи хĕрÿллĕ туйăмпа.
Ытлашши эпир сăпайлă…
Ытлашши çав час-часах…
Кам пĕлет, çапла, тен, кирлĕ?
Кирлĕ, тен, урăхларах?
Кам шутланă та ĕненнĕ,
Хăйĕн вăхăчĕ çитсен,
Чăваш йĕкĕче хăйюллăн,
Тÿпене çĕкленессе.
Ĕненмен,паллах, никам та!
Ĕненме пултарайман!
Çĕр çинче чăваш ĕçленĕ,
Çунатне сарса курман…
Каçсерен, паллах, сăнанă
Вăл та çут çăлтăрсене.
Çынсенчен кăна пытарнă
Вăл чи пысăк тĕллевне.
Эс, ав, шикленсе тăмарăн,
Пытанмарăн çын хыçне.
Икĕ хут, маттур ентешĕм,
Турăн Паттăрăн Ĕçне.
Икĕ хут тĕнче кĕрлерĕ
Чăваш халăхĕ çинчен!..
Йăлт сана пула ку пулчĕ,
Килчĕ эс паттăрринчен!
…Мухтанма, тен, пит пĕлместпĕр
Санпа, аслă Андриян…
Савасса - чунтан саватпăр!
Çапла пулĕ ку ялан!