Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пĕлĕр, пирĕннисене
8 Сентябрӗн 2022, 09:05

Владимир Путин Пушкăртстанри икĕ çар çыннине чысланă

Раççĕй Президенчĕн Владимир Путинăн указĕпе килĕшÿллĕн Аскин районĕнчи икĕ çар çынни патшалăх наградисене тивĕçнĕ.

Владимир Путин Пушкăртстанри икĕ çар çыннине чысланă
Владимир Путин Пушкăртстанри икĕ çар çыннине чысланă

Петропавловск ялĕнчи Данил Болкисева Украинăри ятарлă операци вăхăтĕнче хăюллăхпа хастарлăх кăтарнăшăн Жуков медальне парса чысланă. Хальхи вăхăтра каччă Хусанти аслă танк команда училищинче вĕренет.

Чишма-Уракаево ялĕнчи Ильдар Ибрагимов сержантăн паттăрлăхне, Тăван çĕршывăн тата Раççей Федерецин патшалăх интересĕсене хÿтĕленĕшĕн,  Суворов медалĕпе палăртнă.

«Вĕсене, иккĕшне те, пирĕн районта лайăх пĕлеççĕ. Хастар ачасем, Тăван çĕршывăн чăн-чăн патриочĕсем. Ильдар Ибрагимов чылай çул йĕрке хуралĕнче ĕçленĕ. Унпа пĕрле милицинче, каярах полицинче хĕсметре тăнă ачасем вăл тĕрĕслĕхе юратакан çын пулнине палăртаççĕ. Яланах хевтесĕр, хавшак çынсене хÿтĕлеме тăрăшнă. Данил Болкисев та йĕркеллĕ те лăпкă каччă, хăйĕн пуласлăх шăпине Тăван çĕршыва хÿтĕлессипе çыхăнтарнă. Хамăр района килсен эпир ăна шкул ачисемпе тĕл пулма, çарти лару-тăрупа кĕскен те пулсан паллаштарма чĕнĕпĕр. Эпир вĕсемпе мăнаçланатпăр, пакунлă ентешсене ăнăçу сунатпăр», - тенĕ Аскин район администраци пуçлăхĕ Динис Юсупов.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: