Раççейри регион пуçлăхĕсем хушшинче унăн пĕтĕмĕшле рейтингĕ çиччĕмĕш вырăнта. Кунта малти ретре Мускав мэрĕ Сергей Собянин тăрать, ун хыççăн Чечен Республикин пуçлăхĕ Рамзан Кадыров. Виççĕмĕш вырăнта - Мускав облаçĕн губернаторĕ Андрей Воробьев. Малти вунă пусмана çавăн пекех Белгород облаçĕн ертÿçи Вячеслав Гладков, Санкт-Петербург губернаторĕ Александр Беглов, Крым Республикин пуçлăхĕ Сергей Аксенов, Тутарстан президенчĕ Рустам Минниханов, Чулхула (Нижегородской) облаçĕн губернаторĕ Глеб Никитин тата Курск облаçĕн ертÿçи Роман Старовойт йышăннă.
Асăннă компани эксперчĕсем палăртнă тăрăх, Пушкăртстан пуçлăхĕ çакăн пек çÿллĕ шая çĕкленесси вăл Раççейри çĕнĕ регионсене тăтăшах гуманитари пулăшăвĕ панипе, мобилизацине лекнĕ салтаксене тата хăйсен ирĕкĕпе Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене, вĕсен çемйисене тивĕçлĕ патшалăх тимлĕхĕ уйăрнипе çыхăннă.
- Ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшса тăвакан ĕçсемшĕн сире пысăк тав. Пирĕн çарти каччăсен çемйисене чĕре патне çывăха йышăнса пулăшу панăшăн. Вĕсем , çар çыннисем, çĕршыв интересĕсене, çĕнĕ регионсенчи çынсене хÿтĕлеççĕ. Çакă питĕ те пĕлтерĕшлĕ пулăм. Çынсем пулăшу панине туяççĕ. Çак ыйту укçа-тенкĕпе çеç çыхăнман, анчах та тĕп пайĕ, паллах, унта. Укçа-тенкĕсĕр пуçне тимлĕх тени те кирлĕ, мораль енчен те пулăшмалла. Çынсем çĕршыв вĕсемпе пĕрле пулнине туймалла, пулса иртнине тĕрĕс ăнланмалла – вĕсен ачисемпе мăшăрĕсем, тăванĕсем ятарлă çар операцине пархатарлă тĕллевпе хутшăнаççĕ,- тенĕ Раççĕй президенчĕ Владимир Путин Пушкăртстан Пуçлăхне Радий Хабирова январь уйăхĕн 13-мĕшĕнче Ĕпхĕве килсен.
Юрий СНЕГОПАД.