Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пĕлĕр, пирĕннисене
20 Июлӗн 2023, 12:40

Екатерина Прокопьева çĕнтерÿçĕсен шутĕнче

Ял çамрăкĕсен Раççейри союзĕ ял территорисенчи креативлă хутлăхсене тупса палăртассипе çыхăннă конкурсăн пĕтĕмлетĕвĕсене тунă. Ăмăрту Ялти çамрăксен «Ялти пултарулăх» («Творчество на селе») трек тата «Ялсем валли кадрсем» («Кадры для села») Раççейри çамрăксен программи шайĕсенче иртнĕ.

Екатерина Прокопьева çĕнтерÿçĕсен шутĕнче
Екатерина Прокопьева çĕнтерÿçĕсен шутĕнче

Пушкăртстан Республики ятĕнчен тăратнă проектăн пĕртен-пĕр çĕнтерÿçи  - Екатерина Прокопьева. Çамрăк тата пултаруллă ĕçчен Çтерлĕ районĕнчи Наумовка ялĕнчи модельлĕ вулавăшра вăй хурать.

Проекта 300 ытла лапам хутшăннă, вĕсенчен 30 ытла çĕнтерÿçе çеç суйласа илнĕ. Çав шутра -  культура çурчĕсемпе керменĕсем, модельлĕ вулавăшсем, çамрăксен пултарулăхне аталантармалли центрсем, юрă-ташă студийĕсем.

 - Екатерина Васильевнăна Пĕтĕм Раççейри конкурсра черетлĕ çĕнтерÿпе саламлатпăр, малашне те çак интереслĕ проекта пурнăçа кĕртме хавхаланупа ăнăçусем сунатпăр,  - тесе саламланă ĕçтешне Елена Степанова.  

 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: