Пелепей хулинчи чăваш гимназийĕнче вĕренекен Артем Ревенко - пĕлÿ çурчĕн чăн-чăн мăнаçлăхĕ тата мухтавĕ. Мĕн пĕчĕкрен сăпайлă, пуш сăмах вакламан, çав вăхăтрах çирĕп тĕллевлĕ ача бокспа интересленет. Артем вĕренÿре те ĕлкĕрсе пырать, спортра та çитĕнÿсем тăвать. Час-часах тренировкăсем хыççăн канас вырăнне ăна кĕнекесем шĕкĕлчелеме тивет. Кун йĕрки тренировкăсемпе тулли пулсан та вăл лайăх вĕренет. Çакăнта ачан ашшĕпе амăшĕн тÿпи пысăк.
Артемăн чи вăйлă уйрăмлăхĕ вăл – çирĕп кăмăлĕ. Тĕллев лартма пĕлни, ĕçченлĕхпе дисциплина пысăк çитĕнÿсем тума пулăшаççĕ те. Каччă тĕрлĕ шайри чылай ăмăртăвăн çĕнтерÿçи шутланать. Çÿлĕпе çамрăк пулин те ăна нумаях пулмасть бокс енĕпе «Спорт мастерĕн кандидачĕ» ят панă. Çавăн пекех вăл Раççейĕн пĕрлештернĕ командин йышне кĕнĕ. Халĕ Артем Санкт-Петербург хулинче бокс енĕпе иртекен Пĕтĕм тĕнчери ăмăртăва хатĕрленет. Вĕрентекенĕсемпе юлташĕсем, ашшĕпе амăшĕ тата тăванĕсем çамрăк спортсмен Раççей ялавĕпе çĕнтерÿ картлашки çине хăпарасса шанаççĕ.
- Эпир Артемăн тренерĕсене И.П. Игольниковпа А.С. Силантьева пысăк тав сăмахĕ каласшăн. Хисеплĕ Иван Петрович тата Александр Сергеевич, пархатарлă ĕçĕршĕн тав тăватпăр. Эсир тăрăшнипе ачасем тĕллевлĕ, çирĕп кăмăллă тата хăюллă пулса çитĕнеççĕ. Эсир вĕсене йывăрлăха парăнмасса, тĕллевсем патне çирĕп утма вĕрентетĕр. Сире пысăк ăнăçу сунатпăр, - тесе çырнă чăваш гимназийĕн администрацийĕ социаллă сетьре.
Пелепей район администраци пуçлăхĕ Азат Сахабиев та Артем Ревенкăна «Спорт мастерĕн кандидачĕ» ята тивĕçнĕ ятпа ăшшăн саламланă. Малашне те çитĕнÿсем тума ăнăçу суннă.
«Артем, шав малалла, çĕнĕ çĕнтерÿсем патне утма сунатăп. Саламлатăп сана, эсĕ – маттур каччă!», - тесе çырнă Азат Альвертович «ВКонтакте» социаллă сетьри хăйĕн страницинче.
Ирида МАТНИЯЗОВА хатĕрленĕ.
Пелепей хули.