«Музăпа» тĕл пултăм. Ятарлă çар операцине хутшăнакан пирĕн хула хĕрарăмĕн хушма ячĕ (позывной) çапла. Сăнран вăл сапайлă та черчен курăнать, анчах та калаçнă май çак черченлĕхре мĕн чухлĕ вăй-хăват пуррине куратăн», - тесе çырнă Рустем Газизов хăйĕн телеграм-каналĕнче.
Рустем Газизов сăмахĕсемпе «Муза» ятарлă çар операцине кайма малтанах тĕплĕн, тĕллевпе хатĕрленнĕ. Вăл хăйне фронтăн малти позицине яма ыйтса çур çул çар комиссариатне çÿренĕ. Çарти тĕллевĕсене пурнăçланăшăн «Муза» «Вилĕмрен çăлса хăварнăшăн» медале тивĕçнĕ.
Сăмах май, маларах хула администраци пуçлăхĕ гуманитари пулăшăвĕн конвойне ăсатас ĕçе хутшăннă. Вăл ертсе пынипе хамăрăн салтаксем патне УАЗ автомобильсем, мотоциклсем, ятарлă çар хатĕрĕсем, маскировка сечĕсем, строительство материалĕсемпе инструментсем, запас пайсем тата ытти япаласем илсе çитернĕ.
Юрий СНЕГОПАД.