Пур хыпар та
Пĕлĕр, пирĕннисене
9 Декабрӗн , 17:20

«Алăсталăхлă Чăваш Ен» конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем паллă

Чăваш Ен ăстисемпе ремесленникĕсен конкурсне кăçал рекордлă çын хутшăннă – пĕтĕм республикăран 100 ытла çын. Вĕсенчен 31-шĕ 17 номинацире палăрнă.

«Алăсталăхлă Чăваш Ен» конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем паллă
«Алăсталăхлă Чăваш Ен» конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем паллă

Унта хутшăнма кăмăл тăвакансем тĕрлĕ техникăпа стильсенче тунă хăйне евĕрлĕ япаласене тăратса халăх пултарулăхĕн пуянлăхĕпе тĕрлĕлĕхне кăтартса панă.

«Алăсталăхлă Чăваш Ен» конкурса хутшăннă ăстасенчен пĕри – Мияки районĕнчи Тимеш ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Виктория Иванова (Павлова). Хĕр «Çамрăк хайлавçăсем» («Молодые созидатели») номинацире палăрнă. Конкурс йĕркелÿçисем В.Иванована команда йышĕпе Мускава кайма сертификат панă.

Аякри, çав вăхăтрах çывăхри ентешĕмĕре диплом çĕнсе илнĕ ятпа саламлатпăр!

 

«Алăсталăхлă Чăваш Ен» конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем паллă
«Алăсталăхлă Чăваш Ен» конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем паллă
«Алăсталăхлă Чăваш Ен» конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем паллă
«Алăсталăхлă Чăваш Ен» конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем паллă
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: