Пур хыпар та
Пĕлĕр, пирĕннисене
28 Мартӑн , 12:35

Çакăн пек паттăр ывăлсем пур чухне Раççей çирĕп те вăйлă пулĕ

Çак кунсенче Ермеккей районĕнчи Суккул ялĕнчи культура çуртĕнче «Покемон» хушма ятлă СВО участникĕпе тĕлпулу иртрĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакан паттăр тăван тăрăха кĕске вăхăта отпуска таврăннă.

Çакăн пек паттăр ывăлсем пур чухне Раççей çирĕп те вăйлă пулĕ
Çакăн пек паттăр ывăлсем пур чухне Раççей çирĕп те вăйлă пулĕ

Суккул ялĕнче çуралса ÿснĕ çамрăка 2022 çулхи октябрь уйăхĕн 16-мĕшĕнче тулли мар мобилизаци шайĕнче РФ Хĕç-пăшаллă çарĕсен ретне чĕнсе илчĕç. «Покемон» тесе чĕнекен çар çынни ятарлă çар операцин зонинче  командованин тĕллевĕсене пурнăçланă чух паттăрлăхпа хăюлăх кăтарнă. Çакăншăн çамрăк качча Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн IV степень Çветтуй Георги орденĕпе наградăланă.

Георги Хĕресĕ чи пысăк çар награди шутланать. Унпа салтаксемпе матроссене, сержантсемпе старшинасене, прапорщиксемпе мичмансене çапăçусенче палăрнăшăн, паттăрлăх кăтартнăшăн, хастарлăхпа хăюлăх тата çар ăсталăхĕн тĕслĕхĕ пулса тăнăшăн чыслаççĕ.

Эпир, пĕр ял çыннисем, паттăр салтака тата унăн çемйине пысăк наградăна тивĕçнĕ ятпа саламлатпăр. Хамăр ентешпе мăнаçланатпăр, ăна кăмăл-сипет çирĕплĕхĕпе сывлăх сунатпăр. Çакăн пек паттăр ывăлсем пур чухне Раççей çирĕп те вăйлă пулĕ. Çакна та палăртса хăвармалла, ентешĕмĕрĕн мăшăрĕ «Паттăр мăшăрĕ» фотопроект пайташĕ шутланать.

Елизавета КИРИЛЛОВА.

Ермеккей районĕ, Суккул ялĕ.

Çакăн пек паттăр ывăлсем пур чухне Раççей çирĕп те вăйлă пулĕ
Çакăн пек паттăр ывăлсем пур чухне Раççей çирĕп те вăйлă пулĕ
Çакăн пек паттăр ывăлсем пур чухне Раççей çирĕп те вăйлă пулĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: