Ăс-тăн ăмăртăвĕ 2024 çулхи декабрь – 2025 çулхи март уйăхĕсенче Раççей Федерацийĕн 40 ытла субъектĕнче иртнĕ. Кăçал унта хутшăнма кăмăл тăвакансенчен 1 720 ĕç килнĕ. Пĕрремĕш тапхăра 1 314 çамрăк тĕпчевçе хутшăнма ирĕк панă. Иккĕмĕш тапхăрта жюри пайташĕсем 1 079 ĕçпе паллашнă.
Мускав хулинчи А.П. Гайдар ячĕллĕ Ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче иртнĕ чыслав церемонине Пушкăртстан чысне çÿллĕ шайра хÿтĕленĕ ачасем те хутшăннă. Çав шутран чи çамрăк конкурсанта палăртса хăвармалла. Вăл – Пелепей хулинчи чăваш гимназинче вĕренекен Егор Иванов. Пултаруллă арçын ача хăйĕн наука ертÿçипе Елена Петровапа «Сĕт пахалăхĕсем. Сĕтĕн килти лабораторийĕ» («Качества молока. Домашняя лаборатория молока») тĕпчев ĕçĕ хатĕрленĕ. Егор «В.И. Вернадскин тĕпчев сукмакĕсем (5-7 классем). Çут çанталăк ăслăлăхĕсем» секцинче хăйĕн ĕçне тивĕçлĕ хÿтелесе призер пулса тăнă, конкурсăн I степень дипломне илме тивĕçнĕ.
Çамрăк тĕпчевçе тата унăн наука ертÿçине çĕнтерÿпе саламлатпăр. Çакă çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантартăр.
Пелепей хули.