-23 °С
Пӗлӗтлӗ
Кармаскалăпа Татăшлă районĕсем обществăлла укçа-тенкĕпе хуçаланма пĕлекенсене тупса палăртакан Пĕтĕм Раççейри конкурсра çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă. Вĕсен представителĕсем Мускаври «Вырăнти бюджетсем паянхи условисенче» конференци вăхăтĕнче наградăсене илнĕ.
Кармаскалă районĕ «Бюджет тупăшĕпе тата муниципалитет харпăрлăхĕпе пĕлсе усă курнăшăн», Татăшлă тăрăхĕ «Муниципаллă çăмăллăхсене çÿллĕ шайра йĕркеленĕшĕн» номинацисенче çĕнтернĕ.