Пур хыпар та
Пĕлĕр, пирĕннисене
27 Июнӗн 2025, 16:30

Радий Хабиров «Ылтăн маска» хуçисене çитĕнÿпе саламланă

ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров Пушкăрт оперăпа балет театрĕн артисчĕсене  Раççейри «Ылтăн маска» наци театрĕн премийĕсене илнĕ ятпа саламланă – республикăри сцена ăстисем ултă награда  çĕнсе илнĕ.

Радий Хабиров «Ылтăн маска» хуçисене çитĕнÿпе саламланă
Радий Хабиров «Ылтăн маска» хуçисене çитĕнÿпе саламланă

Пушкăрт академи оперăпа балет театрĕн «В ночь лунного затмения» опери пĕр харăсах пилĕк номинацире «Ылтăн маскăна» тивĕçнĕ: «Чи лайăх дирижер ĕçĕ» (Валерий Платонов), «Чи лайăх арçын ролĕ» (Василий Ефимов), «Чи лайăх хĕрарăм ролĕ» (Любовь Буторина), «Художник-постановщикăн чи лайăх ĕçĕ. Кĕвĕллĕ театр» тата «Костюмсем енĕпе чи лайăх художник» (иккĕшĕ те – Екатерина Малинина).

«Рахманинов. Симфония длиною в жизнь» балет «Чи лайăх арçын ролĕ» (Сергей Бикбулатов) номинацире «Ылтăн маска» хуçи пулса тăнă. Асăннă композицие çуркунне Мускав хулинчи Пысăк театр сцени çинче кăтартнă.

Унччен маларах «Театр ÿнерне аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн» ятарлă премине Пуканесен театрĕн артисчĕ Айрат Ахметшин тивĕçнĕ. Çапла вара Пушкăртстанри сцена ăстисем Мускавран çичĕ пысăк наградăпа таврăннă.

Радий Хабиров Раççей регионĕсен хушшинче пирĕннисем нумай награда илме тивĕçнине палăртнă. Пирĕн театрсем пĕр харăсах темиçе преми илни те республикăшăн рекордлă пулăм шутланать.   

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас