Пур хыпар та
Пĕлĕр, пирĕннисене
2 Октябрӗн 2025, 13:00

Хăйсен ирĕкĕпе йĕркеленнĕ чи лайăх пушар командисем паллă

Сентябрь уйăхĕн юлашки кунĕсенче Чишма районĕнчи Максим Серафимов ячĕллĕ «Патриот» паркра «Хăйсен ирĕкĕпе йĕркеленнĕ чи лайăх пушар команди» ята çĕнсе илессипе республикăри смотр-конкурсăн финалĕ иртнĕ. Унта 150 яхăн çын (59 команда) хăйĕн пултарулăхне кăтартнă.

Хăйсен ирĕкĕпе йĕркеленнĕ чи лайăх пушар командисем паллă
Хăйсен ирĕкĕпе йĕркеленнĕ чи лайăх пушар командисем паллă

Пушара хирĕç кĕрешекенсем çар тумĕ тăхăнса автоцистернăран шыв юхтарнă,  унăн юххисемпе мишене тĕллесе лектернĕ. Çар лагерьне хутшăнакан 12-16 çулхи çамрăксем чăрмавсенчен тăракан çĕр метра парăнтарнă, çунакан тимĕр ывăса сÿнтернĕ. Асăннă мероприятие Раççейри Инкеклĕ лару-тăру министерствин пуçлăхĕн çумĕ Вячеслав Бутко килсе çитнĕ.

Пелепей районĕнчи Ярмулай ялĕнчи команда хăвăртлăхпа çаврăнăçулăха, пушар сÿнтермелли хатĕрĕсемпе лайăх ĕçлеме пĕлнине кăтартса парса 3-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Арсем лайăх кăтартусем тунă. Вĕсене «Хăйсен ирĕкĕпе йĕркеленнĕ чи лайăх пушар команди» ята çĕнсе илнĕ пулăмпа саламлатпăр. «Сирĕн профессионализмăр ял хутлăхĕсен шанчăклă хÿтĕлевĕ пулса тăрать», - тесе çырнă Пелепей район администраци пуçлăхĕ Азат Сахабиев.     

Пелепей районĕ, Ярмулай ялĕ.

Хăйсен ирĕкĕпе йĕркеленнĕ чи лайăх пушар командисем паллă
Хăйсен ирĕкĕпе йĕркеленнĕ чи лайăх пушар командисем паллă
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас