Унта Атӑлҫи федераллă округри аслă шкулсенче президент, правительство тата ят стипендийӗсене илекен вӗренекенсене палӑртнӑ. Ҫак пӗлтерӗшлӗ мероприяти сакӑр регионти студентсене пухнӑ, вӗсем вӗренӳре тата ӑслӑлӑх ӗҫӗ-хӗлӗнче хӑйсен паллӑ ҫитӗнӗвӗсене кӑтартнӑ.
Ӗпхӳ наука тата технологисен университечӗн Ҫтерлӗ филиалӗн пушкӑрт тата тĕрĕк филологийӗн факультечӗн 4-мӗш курс студентки Ольга Никитина Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин стипендиачӗ пулса тӑнине мӑнаҫланса пӗлтеретпӗр! Ҫак ҫитӗнӳ Ольгăн пӗлӳ патне туртӑннин, ҫине тӑрса ӗҫленин тата тӑрӑшулӑхӗн кӑтартӑвӗ пулса тӑчĕ, унӑн вӑй-хӑватне, ҫитӗнӳ патне ăнтăлнине ҫирӗплетрĕ.
Чыслав церемонийӗнче Ольгӑна Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Атӑлҫи федераллă округӗнчи полномочиллӗ представительствин аппарачӗн Тутарстан Республикинчи Тӗп федераллӑ инспекторӗ Виктор Демидов тата Хусанти федераллӑ университетӑн вӗрентӳ ӗҫӗ-хӗлӗпе ӗҫлекен проректорӗ Екатерина Турилова саламларӗҫ.
Эпир Ольгӑна ҫак наградӑна тивĕçнĕ ятпа чун-чӗререн саламлатпӑр, ӑна малашне те вӗренӳре пысӑк та çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунатпӑр! Ҫак сумлă стипенди тата пысӑкрах тӗллевсене, шутласа хунӑ пур плана пурнӑҫлама хавхалану пулса тӑтӑр.
Лариса КОРОТАЕВА, филологи ăслăлăхĕн кандидачĕ.