Пур хыпар та
Пĕлĕр, пирĕннисене
5 Мартӑн , 09:00

Шкул ачи «Голос» телекăларăма хутшăннă

Чăваш Енри Çĕнĕ Шупашкарти Ирина Степанова – 17 ҫулта. Çамрăк юрăç телепроект историйӗнче чи ҫамрӑкки пулнӑ. Кӑларӑма иртнĕ эрнере, февралĕн 27-мӗшӗнче, Пӗрремӗш каналпа кăтартнă.

Шкул ачи «Голос» телекăларăма хутшăннă
Шкул ачи «Голос» телекăларăма хутшăннă

Ирина 14 ҫултанпа Шупашкарти 1№ ача-пӑча музыка шкулӗ ҫумӗнчи «5 октав» студире вокал енӗпе ӑсталӑхне туптать. Хальччен вӑл ҫитӗнӳсем тума та ӗлкӗрнӗ: пӗлтӗр Леонид Агутинӑн AGUTEENS FORUM ҫемье форумӗнче Гран-при ҫӗнсе илнӗ, Леонид Агутинпа тата Ани Лоракпа сцена ҫинче юрланӑ.
Палӑртса хӑварар: кӑҫал «Голос» телешоура Владимир Пресняков, Пелагея, Анна Асти тата Ильдар Абдразаков наставниксем пулнӑ.

Пирĕн MАХри канал - max.ru/ursassi.

Чăваш халăх сайчĕ.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас