Аса илтерер: телекӑларӑма Пӗрремӗш каналпа эрне кунсерен кӑтартаҫҫӗ.
Алина Артемьева капитал-шоун уяв умӗнхи кӑларӑмӗн хутшӑнаканӗ пулнӑ. Вӑййа Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне халалланӑ. Пирӗн ентешӗн «ерохвостка» сӑмаха пӗлмелле пулнӑ. Раҫҫей ҫурҫӗрӗнче пурӑнанакансем ытла талпӑнуллӑ хӗрарӑма ӗлӗк ҫапла каланӑ.
Алина мӑнукӗ Ева чӑвашла юрӑ юрланӑ тата сӑвӑ вуласа панӑ. Леонид Якубович ӑна пукане парнеленӗ, анчах вӑл тӳрех хӑйӗн шӑллӗсемпе йӑмӑкне аса илнӗ — вӗсем валли те парне ыйтнӑ. Ҫапла вара ӑна тата тепӗр пукане, шӑллӗсем валли те парнесем панӑ.
Ева чӑвашла хитре калаҫать, амӑшӗн амӑшне вӑл кукамай тесе чӗнет.
Чăваш халăх сайчĕ.
Редакцире: Ева Карпова 6 çулта (амăшне Вера Петровна тесе чĕнеççĕ) Чăваш Енри Комсомольски салинче пурăнать. Амăшĕ çак тăрăхри Янкасси ялĕнчен. Пĕчĕк хĕрача чăвашла таса та ирĕклĕ калаçма тата Леонид Якубович паллă телеертÿçĕ умĕнче хăйне правур тытма пултарни чăвашсен хастар арĕсене те тĕлĕнтернĕ. Телеграмри «ЧНКА регионсем» чатра çакăн пек йĕркесем пур: «Амăшĕн телефон номерне тупса парăр-ха. Пĕр пин хăть укçа куçарса парас, чечек çыххи валли. Ун умĕнче пуçăма таятăп, хăйĕн ачине тăван чĕлхене мĕн печĕкрен хисеплеме вĕрентнешĕн…», - тенĕ унта. Чăн та, чăваш арĕсем сăмаха çилпе вĕçтермен, ырă çынсем пулăшнипе телефон номерне те тупнă. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ тĕлне вара Вера Петровнан банк картти çине нухратне те куçарса панă. Çакна чатри чексем çирĕплетеççĕ.
Видео каçăмĕ - https://vk.com/video564156644_456239026