Урал сасси
+14 °С
Пӗлӗтлӗ
Пĕлĕр, пирĕннисене
19 Августӑн , 12:00

Пĕрле эпир вăйлăрах

Август уйăхĕн 15-16-мĕшĕсенче Октябрьски хулинчи «Спартак» спортпа сывлăха çирĕплетмелли комплекс территорийĕнче Октябрьски медицина округĕнчи медицина ĕçченĕсен пĕрремĕш турист слечĕ иртнĕ. Мероприятин девизне Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне халалланă. Слета çĕр ытла тухтăр, медицина сестри тата ытти специалистсем хутшăннă.

Пĕрле эпир вăйлăрахПĕрле эпир вăйлăрах
Пĕрле эпир вăйлăрах

Спорт тата пултарулăх ăмăртăвĕсенче Туймазăпа Бакалă, Октябрьскипе Пелепей, Ермеккейпе Шаран тата Пишпÿлек районĕсенчи командăсем вăй виçнĕ.

Сăмахран, Пишпÿлекри тĕп район больници пухăннисене хăйĕн культурипе тата йăли-йĕркисемпе паллаштарнă. Больница ĕçченĕсем хăйсен бивакне (похода хутшăнакансем чарăнса тăмалли вырăн) чăваш стилĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ, хăнасене наци тумĕпе кĕтсе илнĕ.

Слета официаллă майпа уçнă хыççăн спорт ăмăртăвĕсем пуçланнă. Командăсем сапбордсем çинче ишес, ГТО нормисене пурнăçлас, тĕрлĕ чăрмавсене парăнтарас, дартс ăсталăхне кăтартас енĕпе тупăшнă. Çавăн пекех вĕсем «Ешĕл аптекăна» мĕнле пĕлнине кăтартса панă. Каçхине вара пултарулăх программи кĕтнĕ. Вăл та ăнăçлă иртнĕ.

Çапла майпа Пишпÿлекри тĕп район больници спорт ăмăртăвĕсен енĕпе 1 вырăн, пултарулăх конкурсĕнче 3 вырăн çĕнсе илнĕ.      

Пĕрле эпир вăйлăрах
Пĕрле эпир вăйлăрах
Пĕрле эпир вăйлăрах
Пĕрле эпир вăйлăрах
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас