Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пĕтĕмлетÿ
11 Кӑрлач , 10:15

Педагог тата наставник çулталăкĕн пĕтĕмлетĕвĕсене тунă

Январь уйăхĕн 9-мĕшĕнче Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров ирттернĕ оперативлă канашлура Педагог тата наставник çулталăкĕн пĕтĕмлетĕвĕсене тунă.

Педагог тата наставник çулталăкĕн пĕтĕмлетĕвĕсене тунă
Педагог тата наставник çулталăкĕн пĕтĕмлетĕвĕсене тунă

Республикăри вĕренÿ тата наука министрĕ Ильдар Мавлетбердин пĕлтернĕ тăрăх, мероприятисен планĕ 63 пунктран тăнă. Вĕсен шутĕнче – ача сачĕсен педагогĕсем, вĕрентекенсем тата производство вĕрентĕвĕн  мастерĕсем валли республика шайĕнчи тата регионсем хушшинчи конкурссем («Пушкăрт чĕлхипе литературин çулталăк учителĕ», «Педагогсен чи лайăх ăрăвĕ», «Раççейĕн пулас ăру учителĕ»).

 - 2023 çулта ял-саласенче ĕçлекен çамрăк вĕрентекенсем, преподавательсемпе производство вĕрентĕвĕн  мастерĕсем 690 пин тенкĕпе танлашакан Пушкăртстан Пуçлăхĕн 150 грантне илме тивĕçрĕç, - каласа панă министр. – Çавăн пекех ача сачĕсенче тăрăшакан çамрăк педагогсене республика пуçлăхĕн гранчĕсене, полилингваллă нумай профильлĕ шкулсенче билингваллă тата полилингваллă никĕссем çинче предметсене вĕрентекен  учительсене правительство премисене парассине çирĕплетнĕ.

Пушкăртстанра Педагог тата наставник çулталăкĕнче спорт мероприятийĕсем, наукăпа практика конференцийĕсем, форумсемпе конкурсем тата фестивальсем йĕркеленĕ. Унсăр пуçне 2023 çулта Ĕпхÿ хулинче юсав ĕçĕсем хыççăн Пушкăртстанри Вĕренÿ аталанăвĕн истори музейĕ уçăлнă.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: