Урал сасси
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пĕтĕмлетÿ
22 Декабрӗн 2024, 14:55

Пушкăртстан Пуçлăхĕ иртсе пыракан çулталăк мĕнпе асра юлни çинчен каласа панă

Çакăн çинчен Радий Хабиров БСТ телеканалпа тÿрĕ эфира тухнă «Хĕрарăм телейĕн территорийĕ» телекăларăмра пĕлтернĕ.

Пушкăртстан Пуçлăхĕ иртсе пыракан çулталăк мĕнпе асра юлни çинчен каласа панă
Пушкăртстан Пуçлăхĕ иртсе пыракан çулталăк мĕнпе асра юлни çинчен каласа панă

- Çулталăк ытти çулталăк пекех, анчах та кăçал питĕ нумай пулăмсем, ĕç-пуç пулса иртрĕ. 2024 çул иртсе пырать, пирĕн ăна тав тăвасси çеç юлать. Вăл – пурнăçăн, пирĕн çĕршыв, тăван республика пурнăçĕн пĕр пайĕ. Пулса иртнĕ пулăмсемшĕн ăна тав тăватпăр, çак çул çухатусем те, йывăр лару-тăрусем те пулчĕç. Çулталăк тăрăшшĕпех хамăр ачасемшĕн, пирĕн вуншар пин çапăçу хирĕнче кĕрешекен ентешсемшĕн кулянтăмар, пăшăрхантăмăр. Чи пĕлтерĕшли çакă. Çав вăхăтрах эпир депрессине кĕрсе ÿкмерĕмер – малалла ĕçлерĕмĕр. Эпир çĕннине никĕслерĕмĕр, хăпартрăмăр, турăмăр. Çулталăк хушшинче республика чылай кăтартусемпе малалла кайрĕ, аталанчĕ. Ăçта-тĕр палăртни кирлĕ пек пурнăçланаймарĕ, çивĕч ыйтусем те сиксе тухрĕç, анчах та эпир пуçа усмарăмăр, шанчăкпа малалла утрăмăр, - тесе палăртнă регион ертÿçи.

Тÿрĕ эфир вăхăтĕнче Пушкăртстан Пуçлăхĕ телекăларăм ертÿçисемпе Дмитрий Кареткопа тата Альбина Касимхановапа кофе вĕретнĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Пушкăртстан Пуçлăхĕ иртсе пыракан çулталăк мĕнпе асра юлни çинчен каласа панă
Пушкăртстан Пуçлăхĕ иртсе пыракан çулталăк мĕнпе асра юлни çинчен каласа панă
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: