Урал сасси
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пăтăрмах
4 Августӑн 2021, 10:46

Туймазăра хĕр ача машина кустăрми айне пулнă

Пушкăртстанра тăхăр çулхи хĕр ача çăмăл машина кустăрми айне пулнă. Çул-йĕр инкекĕ август уйăхĕн 2-мĕшĕнче Туймазă хулинче пулса иртнĕ.

Туймазăра хĕр ача  машина кустăрми айне пулнă
Туймазăра хĕр ача машина кустăрми айне пулнă

Малтанхи даннăйсемпе килĕшÿллĕн «Лада Гранта» рулĕ умĕнче Шаран районĕнче пурăнакан 24 çулхи арçын ларнă. Водитель сăмахĕсем тăрăх‚ хĕр ача светофорăн хĕрлĕ çути çуннă чух çул урлă чупса каçнă. Паллах‚ çул-йĕр правилине пăхăнманни синкерлĕ инкек патне илсе çитернĕ. Тăваттăмĕш клас ачи йывăр суранланнă. Пациента вырăнти больницăна илсе кайнă. ПР ГИБДД ĕçченĕсем авари тĕлĕшĕпе тĕрĕслев пуçарнă.
Ирида НОВИКОВА.
Туймазă хули.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: