Урал сасси
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пăтăрмах
9 Майӑн 2022, 09:15

Благовещенск хулинче вандалсем чарăну павильонĕн кантăкĕсене çĕмĕреççĕ

Благовещенск район администраци пуçлăхĕ Олег Голов аслă уяв умĕн социаллă сетьсенче кăмăла пăсакан хыпар пĕлтернĕ. Хальлĕхе тупса палăртайман, пĕлмен çынсем хулари пĕр чарăнун кантăкне çапса ватнă. Çакăн евĕр пулăм хулара пĕрремĕш хут пулса иртмест.

Благовещенск хулинче вандалсем чарăну павильонĕн кантăкĕсене çĕмĕреççĕ
Благовещенск хулинче вандалсем чарăну павильонĕн кантăкĕсене çĕмĕреççĕ

«Ĕнер кăна «Вассаби» кафе умĕнчи чарăну павильонĕн кантăкне çĕннипе улăштарнăччĕ. Паян Советски урамĕнче вырнаçнă парк çывăхĕнчи чарăнура çакăн пекех пулăм пулса иртнĕ. Вандалла историсем вĕçленмеççĕ, малалла тăсăлаççĕ», - тесе çырнă вăл.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: