Урал сасси
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пăтăрмах
5 Июнӗн 2022, 13:55

Аскин районĕнчи автоаварире 19 çулхи правасăр водителĕн пурнăçĕ татăлнă

Иртнĕ талăкра республикăри çулсем çинче ултă инкек пулса иртнĕ. Вĕсенче пĕр çын вилнĕ, çиччĕшĕ суранланнă.

Аскин районĕнчи автоаварире 19 çулхи правасăр водителĕн пурнăçĕ татăлнă
Аскин районĕнчи автоаварире 19 çулхи правасăр водителĕн пурнăçĕ татăлнă

ПР Çул çинчи хăрушсăрлăх патшалăх инспекцийĕн пресс служби пĕлтернĕ тăрăх, Аскин районĕнче çĕрле çурçĕр иртсе икĕ сехетре Кашкино – Гумбино автоçулăн 1-мĕш çухрăмĕнче ВАЗ-2105 автомобиль ÿпĕннĕ. Губкино еннелле килекен транспорта водитель итлеттереймен.

Васкавлă медицина пулăшăвĕ килсе çитиччен суранланнă водителĕн чĕри тапма чарăннă. Вун тăхăр çулхи каччăн водитель удостоверенийĕ пулманни тата автотранспорта кирлĕ пек йĕркепе регистраци иртменни паллă. Халĕ пулса иртнĕ пăтăрмаха пакунлă çынсем тĕпчеççĕ.

Юлашки талăкра патшалăх автоинспекцийĕ 1700 çул-йĕр çинче правилăна пăснă тĕслĕхе шута илнĕ, 45 çын руль умне ĕçнĕ пуçпа ларнине тупса палăртнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: