- Шыва кĕме юраман вырăна суйласа илсе эсир хăвăра валли хăвăр пурнăçшăн хăрушлăх кăларса тăрататăр. Хисеплĕ туссем, тархасшăн шыва кĕме ун валли ятарласа хатĕрленĕ, палăртнă вырăнсене çеç суйласа илĕр. Пĕлмен, шыва кĕме чарнă "кану кĕтессенчен", темле илемлĕ пулсан та, пăрăнса иртме тăрăшăр. Юханшыв-кулĕсен тĕпĕ мĕнле пулнине пĕлмесĕр шыва чăмма ан васкăр: пĕр-пĕр чул, арматура е пăрăх çине тăрăнса суранланма е пурнăçпа сывпуллашма пулать. Ĕçнĕ пуçпа тата пĕччен шыва ан кĕрĕр, çыран хĕрринчен ытлашши шала ишсе ан кайăр. Хăвăра тата çывăх çыннăрсене упрăр, - тесе чĕнсе каланă республикăра пурăнакансене Пушкăртстанри Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитечĕн председателĕ Фарит Гумеров.
Юрий СНЕГОПАД.