Урал сасси
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пăтăрмах
22 Августӑн 2022, 18:05

Ашшĕпе ывăлĕ путакан хĕрачасене çăлса хăварнă

Бурзян районĕнчи Кивĕ Субханкулово ялĕнчи Волковсен çемйинчи ашшĕпе ывăлĕ шывра путма пуçланă икĕ хĕрачана вăхăтра пулăшу панă. Çак истори çинчен район администраци пуçлăхĕ Газиз Манапов хăйĕн страницинче çырса кăтартнă.

Ашшĕпе ывăлĕ путакан хĕрачасене çăлса хăварнă
Ашшĕпе ывăлĕ путакан хĕрачасене çăлса хăварнă

Июль уйăхĕн 16-мĕшĕнче икĕ хĕрача, 11 тата 14 çулхисем, хăйсем тĕллĕн юханшыв хĕррине шыва кĕме кайнă. Шыв юхăмĕ вĕсене шалалла илсе кая пуçласан хĕрачасем пулăшу ыйтса кăшкăрма пуçланă. Телее, вĕсенчен инçех те мар Олег Юрьевичпа унăн Глеб ывăлĕ пулă тытнă.  Вĕсем Пушкăртстанри пĕчĕк тăван çĕршывне хăнана килнĕ пулнă. Пĕр тăхтаса тăмасăр Волковсем пулăшма васканă.

Хăюллăхпа хастарлăх кăтартнăшăн республикăри Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитечĕ Олег Юрьевич Волкова «Хастарлăхшăн» медаль парса чысланă, Глеб ывăлĕ Тав çырăвне тивĕçнĕ. Паян çак наградăсене Олег Юрьевичăн ашшĕпе амăшне муниципалитет пуçлăхĕ савăнăçлă церемони вăхăтĕнче панă, мĕншĕн тесен паттăрсем хăйсем хальхи вăхăтра Санкт-Петербург хулинче пурăнаççĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Ашшĕпе ывăлĕ путакан хĕрачасене çăлса хăварнă
Ашшĕпе ывăлĕ путакан хĕрачасене çăлса хăварнă
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: