Урал сасси
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пăтăрмах
15 Сентябрӗн 2022, 11:55

Темиçе хутчен çудпа айăпланнă хĕрарăм пенсионера çĕçĕпе чикнĕ

Нефтекамскри хула сучĕ унччен маларах темиçе хутчен судпа айăпланнă 37 çулхи хĕрарăм тĕлĕшпе уголовлă ĕç пăхса тухнă. Ăна «сывлăха юри йывăр сиен кÿнĕшĕн» статьяпа айăплаççĕ.

Темиçе хутчен çудпа айăпланнă хĕрарăм пенсионера çĕçĕпе чикнĕ
Темиçе хутчен çудпа айăпланнă хĕрарăм пенсионера çĕçĕпе чикнĕ

Кăçалхи май уйăхĕн 18-мĕшĕнче айăпа кĕнĕ çын 67 çулхи пĕлĕшĕпе кĕрекере ларнă. Самаях хĕрĕнкĕ çынсем хушшинче тавлашу çуралнă. Çавăн чух «опытлă» хĕрарăм хăйпе илсе çÿрекен хуçланакан çĕççине кăларнă та ватă çынна хырăмĕнчен темиçе хутчен чикнĕ. Çапла майпа вăл пенсионер сывлăхне йывăр сиен кÿнĕ.

Хĕрарăм хăй айăпне туллин йышăннă. Патшалăх айăплавçи ăна пилĕк çула ирĕксĕр хăварма ыйтнă. Суд çапла йышăну тунă: айăпа кĕнĕ çын пĕтĕмĕшле режимлă колонинче икĕ çул та ултă уйăх ирттерĕ. Приговор хальлĕхе вăя кĕмен-ха.   

       

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: