Урал сасси
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пăтăрмах
30 Сентябрӗн 2022, 12:45

Пушкăртстанра пĕр кунра ултавçăсене пула 13 çын шар курнă

Сиен кÿнин виçи, укçана куçарсан, пĕр миллион тенкĕпе танлашать.

Пушкăртстанра пĕр кунра ултавçăсене пула 13 çын шар курнă
Пушкăртстанра пĕр кунра ултавçăсене пула 13 çын шар курнă

Ултавçăсен (аферистсен) аллине лекнисен шутĕнче - икĕ Ĕпху çынни. 54 çулхи хĕрарăм ĕçе вырнаçас тесе укçине «çилпе вĕçтерсе янă», хĕрĕхри арçын интимла киленÿ астивсе пăхас ĕмĕтпе укçасăр тăрса юлнă. Маларах тÿлемелли условисемпе килĕшсе вăл 132 пин тенкĕ кăларса панă, ун хыççăн киленÿпе тивĕçтерекен хĕрарăм куçран çухалнă. Полици ĕçченĕсем ăна пулăшасса тата ултавçа ывап тыттарасса шанса арçын каярах шалти ĕçсен пайне килсе çитнĕ.

Тепĕр хĕрарăм та хăйĕн айванлăхне пула шар курнă. Ĕçе вырнаçтарма шантаракан арçынпа ваканси пирки калаçнă чухне вăл çав çын ултавçă пуласси пирки шутлама та пултарайман, унăн сăмахĕсене тĕрĕслĕх вырăнне йышăннă. Унсăр пуçне хĕрарăм, ĕç тупса пама шантаракан çын унран 18 пин тенкĕ кивçен ыйтсан та, асăрхануллă пулма тăрăшман.

Пурнăçра чылай чухне ултавçăсене тупса палăртма май çук. Çавăнпа та Пушкăртстанри Шалти ĕçсен министерстви асăрхаттарать: «Палламан, пĕлмен çынсене укçа-тенкĕ куçарса ан парăр. Банк ĕçченĕ шăнкăравлать тенĕ чухне телефон кĕпçине хурăр е телефона сÿнтерĕр. Ултавçăсем суя номерсемпе усă курма пултарнине асра тытăр. Социаллă сетьсем урлă çыхăннă чухне асăрхануллă пулăр. Иккĕлентерекен, шанмалла мар çырусем (сообщения) килсен вĕсен телефонĕпе çыхăнса калаçăр. Пĕли-пĕлми иккĕлентерекен кăтартусем (ссылки) урлă тата сайтсемпе çыхăнăва ан кĕрĕр».

Юрий СНЕГОПАД.  

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: