Урал сасси
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пăтăрмах
28 Октябрӗн 2022, 12:40

Ултавçăсене 3 млн тенке яхăн укçа куçарса панă

Республикăри Шалти ĕçсен министерстви Пушкăртстанра пурăнакан пĕр пенсионер ултавçăсен аллине 3 млн тенке яхăн укçа куçарса панă тесе пĕлтернĕ.

Ултавçăсене 3 млн тенке яхăн укçа куçарса панă
Ултавçăсене 3 млн тенке яхăн укçа куçарса панă

Ĕпху хулинче пурăнакан ватă çын аферистсен серепине лекнĕ. Лешсем 68 çулхи арçынна кредит илме хутсем хатĕрлессинчен çăлса хăварма пулăшатпăр тесе укçа куçарса пама хушнă. Арçын вĕсене ĕненнĕ.

Ултавçăсем хăйсене банкра тата йĕрке хуралĕнче ĕçлекен çынсем тесе çирĕплетнĕ. Халĕ çак ĕçе пакунлисем тĕпчеççĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: