-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Инкек «Урал» М-5 трассăн 1544 çухрăмĕнче пулса иртнĕ. Hyundai Solaris автомобиль хуçи лаша çине кĕрсе кайнă, çул-йĕр инкекне çавăн пекех тепĕр Hyundai Solaris тата Mazda машина та лекнĕ.
Hyundai Solaris автомобиль пассажирĕсем - çула çитмен 2011 тата 2015 çулсенче çуралнă пиччĕшĕпе шăллĕ – инкек курнă. Аслăрах арçын ача çурăмри мышца тĕртĕмĕсене ыраттарнă, кĕçĕннин çурăмĕ суранланнă. Лаша вилни те паллă.
Регионти патшалăх инспекцин пресс-службинче çул çинче пулса иртнĕ пăтăрмах сăлтавне йĕрке хуралçисем тĕпчени çинчен пĕлтернĕ.