2011 çулта коммерци организацийĕн тĕп директорĕ (çав вăхăтрах Кандры ял Канашĕн депутачĕн тивĕçне пурнăçланă) киревсĕр ĕç тума пулăшакан çынпа пĕр каварта пулса муниципаллă çуртлă пулас тĕллевпе преступлениллĕ схема шутласа кăларнă.
Кандры ял Канашĕн депутачĕ Туймазă районĕнче палăртнă çуртсене çывăх вăхăтра Граждансене авариллĕ çуртсенчен куçарассипе çыхăннă республика программине кĕртессине пĕлнĕ. Вăл вырăнти хăй тытăмлăх органĕн пуçлăхне ăна аркатмалли çуртсенчи хваттерсенчен пĕринче регистрацилеме, социаллă найм килĕшĕвĕ тума, каярах çĕнĕ çурта харпăрлăха çыртарма ÿкĕте кĕртнĕ. Çапла майпа депутат республика бюджетне 1 миллион та 392 пин тенкĕлĕх сиен кÿнĕ. Унсăр пуçне çак майпа усă курса республикăри 10 çын хваттерлĕ пулнă.
2023 çулхи январь уйăхĕнче Туймазăри районсем хушшинчи суд экс-министр çумне тата ăна киревсĕр ĕçе тума пулăшакана должноçри полномочисемпе иртĕхнĕ тесе айăпланă. Пĕрремĕшне - 2 çул та 6 уйăха, иккĕмĕшне 3 çула условлă майпа ирĕксĕр хăварма йышăннă. Çавăн пекех айăпа кĕнĕ çынсене икĕ çула тĕрĕслев срокĕ панă. Суд йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн саккунсăр майпа хваттер илнисене çуртсенчен кăларса ярĕç.