Шалти ĕçсен министерствин даннăйĕсем тăрăх, август уйăхĕн вĕçĕнче хĕрарăм патне палламан çынсем шăнкăравласа лайăх укçа ĕçлесе илмелли мел сĕннĕ. Суя брокер ертсе пынипе вăл икĕ сайтра регистраци иртнĕ тата «инвестици счечĕ уçнă». Икĕ уйăх хушшинче асăннă счета виçĕ миллион тенкĕ ытла укçа хывнă.
- Суя инвесторсем тата укçа ыйтсан, хĕрарăм мошенниксемпе çыхланнине ăнланса илнĕ те полицие систернĕ, - ăнлантарса панă йĕрке хуралçисен ведомствинче. – «Мошенничество» статья тăрăх уголовлă ĕç пуçарнă.