Вăл хăйĕн ачине тыткăнри пек усранă. Хĕр ача шкула çÿремен, кÿршисем те хĕрарăмăн ача пуррине пĕлмен. Амăшĕ ачана ашшĕпе курнăçма нумай çул ирĕк паман. Хăйсене суд приставĕсем ан тупайччĕр тесе хĕрарăм банк карттипе те усă курман, пурăнмалли вырăнне улăштарнă, никама та алăк уçман. Анчах та Çтерлĕ хулинчи суд приставĕсемпе шырав уйрăмĕ ача ăçта пурăннине пурпĕр тупса палăртнă, ăна хăйĕн амăшĕнчен хăтарнă. Хĕрарăм ниçта та ĕçлемен, ачине тивĕçлĕ шайра пăхман, килĕнче тасамарлăхпа тирпейсĕрлĕх хуçаланнă.
Халĕ пÿтсĕр анне ячĕпе, саккун ыйтнине пурнăçа кĕртме чăрмав кăларса тăратнăшăн тата çула çитмен ачана тивĕçлĕ пăхманшăн, икĕ протокол çырнă. Суд хĕр ачана ашшĕне пама йышăну тунă. Вунă çулхи хĕр ачана вăхăтлăха «Çемье» центрне вырнаçтарнă, унпа специалистсем ĕçлеççĕ. Мускавра пурăнакан ашшĕ хĕрĕ патне килме тухнă.