Урал сасси
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Пăтăрмах
29 Нарӑсӑн , 11:30

Хăрушă «незамерзайка» туса кăларакан цеха хупнă

Пушкăртстанра полици ĕçченĕсем «незамерзайка» туса кăларакан вăрттăн цехăн ĕç-хĕлне чарса лартнă. Çамрăк мăшăр Бирск хулинче законсăр майпа бизнес йĕркеленĕ. Вĕсенчен 7000 литр ытла спирт тытăмлă продукци туртса илнĕ. Асăннă продукцире сывлăхшăн хăрушă метил спирчĕ пуррине палăртнă.

Хăрушă «незамерзайка» туса кăларакан цеха хупнă
Хăрушă «незамерзайка» туса кăларакан цеха хупнă

 - Производство цехне Бирск хулинче пурăнакан 22 тата 21 çулхи упăшкипе арăмĕ ертсе пынă. Хăйсен ĕç-хĕлне законлăх сĕмĕ кĕртес тесе вĕсем тулли мар яваплăхлă пĕрлешÿ регистрациленĕ. Усал шухăшлă çынсене полици уйрăмне илсе çитернĕ, унта вĕсем хăйсен айăпне йышăннă. Мăшăр вăрттăн бизнеса 2023 çул вĕçĕнче пуçарса янă. Метил спиртне пысăк партисемпе Самара тата Чулхула облаçĕсенче туяннă. Вăрттăн цехра спирта шăршă тата тĕс паракан хутăшсемпе хутăштарнă, унтан хатĕр продукцине курттăм хакпа республика территоринче вырнаçнă лавккасене сутнă. Анчах продукцине законпа килĕшÿллĕн тунипе сутнине, вăл хăрушлăх кăларса тăратманнине мăшăр çирĕплетсе парайман,  - тенĕ ведомствăра.

Халĕ «Саккунсăр майпа вăйлă витĕм кÿрекен тата сутлăх валли наркăмăшлă япала туса кăларнă» статьяпа килĕшÿллĕн уголовлă ĕç пуçарнă.  

    

 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: