Урал сасси
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пăтăрмах
12 Октябрӗн , 16:23

Сунарта ывăлĕ ашшĕне персе вĕлернĕ

Пушкăртстанри Бирск районĕнче пурăнакан сунара кайсан пăшалпа персе ăнсăртран хайĕн ашшĕне вĕлернĕ. ПР Следстви комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх, пăтăрмах Мишкин районĕнчи Пысăк Шада ялĕ çывăхĕнчи вăрманта октябрь уйăхĕн 11-мĕшĕ умĕн пулса иртнĕ.

Сунарта ывăлĕ ашшĕне персе вĕлернĕ
Сунарта ывăлĕ ашшĕне персе вĕлернĕ

Следстви версине шанас пулсан, ултă çын ухатара пулнă. Вĕсен сунара тухма ирĕк те, лицензи те пулнă. Сунарçăсенчен пĕри пăшалпа тискер чĕр чуна тĕллесе пенĕ те, унта çынсем пуррипе çуккине пĕлмесĕрех, хăйĕн ашшĕне пуçран лектернĕ. Сурана пула çын çавăнтах вилнĕ.

«Инкек пулса иртнĕ вырăна тĕрĕсленĕ, пăшала туртса илнĕ, судпа медицина экспертизи иртереççĕ. Айăплă çынпа инкек пулса иртнине курнă свидетельсене ыйтса пĕлнĕ. Халĕ следстви ĕçĕсем пыраççĕ, лару-тăрăва уçăмлатаççĕ», - тесе пĕлтернĕ тĕрĕслев ведомствинче.

Айăплă çын ячĕпе РФ Уголовлă кодексăн 109-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе (асăрхамасăр çынна вĕлернĕшĕн) уголовлă ĕç пуçарнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: