-7 °С
Пӗлӗтлӗ
Ĕç-пуç çапла пулса иртнĕ. Арçын тĕп хулан «Зеленая роща» микрорайонĕнчи урамсем тăрăх çарамас уçăлса çÿренĕ чухне ăна полици нарячĕ тытса чарнă. Çак пулăм социаллă сетьсене те лекнĕ. Унта ашкăнчăк, амăшĕ мĕнле çуратнă çаплах пулнă, малтан пурăнмалли çурта кĕме, каярах апат-çимĕç лавккинче тавар туянма хăтланнă. Çав вăхатрах «нудист» пур çĕрте те хăй «Ленин» пулнине çирĕплетнĕ тата Турра ĕненекенсене шыранине пĕлтернĕ.
Юрий СНЕГОПАД.