Салават хулинче тухнă пушар пĕр çурта тата çичĕ автомобиле тĕп тунă. Пушкин урамĕнче 20х15 метрлă кирпĕч çурт тата лупасайĕнче тăракан машинăсем çуннă. Пушарпа кĕрешекенсем инкек сиксе тухнă вырăна хыпара пĕлтернĕ хыççăн тăватă минутран килсе çитнĕ.
Пушкăртстанра çурт тата çичĕ автомобиль çуннă
Вут-çулăм хăвăрт сарăлнă. Хĕрлĕ автанпа 30 çын тата 6 техника кĕрешнĕ.
Телее, инкек куракансем пулман. Халĕ вырăнта Раççейĕн Инкеклĕ лару-тăру министерствин дознавателĕ ĕçлет, пулса иртнин сăлтавне тĕпчет.