Пур хыпар та
Пăтăрмах
25 Ноябрӗн 2025, 12:00

Ял хуçалăх предприятийĕн ĕçченĕсем паллă мар хутăшпа наркăмăшланнă

Патшалăх ĕç инспекцийĕ Чекмагуш районĕнчи «Базы» ял хуçалăх предприяти» ОООра пулса иртнĕ пăтăрмаха тĕпчеме пикеннĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕн ĕçченĕсем паллă мар хутăшпа наркăмăшланнă
Ял хуçалăх предприятийĕн ĕçченĕсем паллă мар хутăшпа наркăмăшланнă

Патшалăх ĕç инспекцийĕн ертÿçи Татьяна Астрелина ăнлантарса панă тăрăх, ноябрь уйăхĕн 21-мĕшĕнче икĕ ĕçчен, 35 тата 59 çулхисем, тырă бункерне аннă, çавăнтах паллă мар хутăшпа наркăмăшланса вилнĕ.

Тĕпчев вăхăтĕнче пулса иртнин лару-тăрăвĕпе сăлтавне тĕпчесе пĕлĕç.

Унсăр пуçне прокуратура асăннă пăтăрмах пирки тĕрĕслев йĕркеленĕ. Надзор ведомствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, ĕçченсем паллă мар газпа наркăмăшланнă. Инкек сиксе тухнă вырăна Чекмагуш район прокурорĕ Илнур Насретдинов килсе çитнĕ. Прокурор тĕрĕслевĕ хыççăн ятарлă сăлтавсем пулсан мерăсем йышăнĕç. Çавăн пекех следстви умĕнхи тĕрĕслевĕн кăтартăвĕсем те пысăк тимлĕхре пулĕç. 

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас