Пур хыпар та
Пăтăрмах
21 Декабрӗн 2025, 14:00

Çăлавçăсем ту çинчи турист патне тухтăрсене илсе çитернĕ

«Айгир» сăрт-ту приютĕнче (вăл Белорецк районĕнчи Айгир ялĕ çывахĕнче вырнаçнă) Ижевск хулинчен килнĕ турист каннă. Кĕтмен-туман çĕртен вăл хăйне начар туйма пуçланă, васкавлă пулăшу чĕнме тÿр килнĕ. Анчах та çанталăк условийĕсем начар пулнине тата çул çуккине пула вырăнти фельдшер унта çитеймен.

Çăлавçăсем ту çинчи турист патне тухтăрсене илсе çитернĕ
Çăлавçăсем ту çинчи турист патне тухтăрсене илсе çитернĕ

Çакăн хыççăн РФ Инкеклĕ лару-тăру министерствин Пушкăртстанри патшалăх комитечĕн ĕçченĕсем пулăшăвĕ кирлĕ пулса тухнă. Вĕсем медицина ĕçченне пациент патне снегоходпа илсе çитернĕ. Тухтăр чирлĕ çынна тивĕçлĕ пулăшу панă хыççăн хăйне лайăх туя пуçланă, кану вырăнĕнчех юлма кăмăл тунă – больницăра сипленме хирĕç пулнă тесе пĕлтернĕ ведомство председателĕ Кирилл Первов.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас