Ĕпхÿ хула шалти ĕçсен пайĕ 63 çулхи хĕрарăм ыйтнипе уголовлă ĕç пуçарнă. Вăл шыв счетчикне улăштаратăп тесе 300 пин тенкĕ укçасăр тăрса юлнă.
Инкеке лекнĕ хĕрарăм пакунлă çынсене ун патне палламан çын (вăл хăйне коммуналла хуçалăх ĕçченĕ тесе çирĕплетнĕ) шăнкаравлани çинчен пĕлтернĕ. Хайхискер хĕрарăма шыв счечикне пĕр тăхтаса тăмасăр улăштармалла тесе ăнлантарса панă, унсăрăн ăна пысăк штраф кĕтет имĕш. Ун хыççăн çырса хунине çирĕплетме код ярса панă, ăна калама хушнă. Çапла майпа ултавçă хĕрарăма хăй енне çавăрнă. Çакăн хыççăн пенсионар патне банкри «хăрушсăрлăх службин ĕçченĕ» шăкăравланă та вăл хĕрарăма ун патне мошенниксем шăнкаравлани çинчен пĕлтернĕ. Халĕ вĕсем вăл каланă код урлă унăн ячĕпе кредит илме хатĕрленнине систернĕ, пур пек нухрата урăх «шанчăклă счет» çине куçарма ăс панă.
Хĕрарăм банкра 300 пин тенкĕ илнĕ те мĕнпур нухрата ултавçă каланă счет çине куçарса панă.
Юрий СНЕГОПАД.