Тăватă çыннăн Павловка шыв усравĕнче (водохранилище) хĕл кунĕнче пулă тытасси пăтăрмахпа вĕçленнĕ. Вун икĕ апостол чул хысакĕ тĕлĕнче вĕсем паян килĕсене таврăнаймассине тавçăрса илнĕ. Кĕтмен-туман çĕртен пулăçсен мотойытти чăхăмлама пуçланă. Вĕсен вара 30 градус сивĕре пăр тата юр тăрăх 13 çухрăм çуран утмалла пулса тухнă.
«Вырăна Пушкăртстанри Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитечĕн çăлавçисем пырса çитнĕ. Вĕсем пулăçсем хăрушлăха лекнине çийĕнчех тавçăрса илнĕ. Çăлавçăсем сывлăш минтерĕ çинчи караппа инкеке лекнĕ пулăçсене кану базине ăнăçлах илсе çитернĕ»,- тесе пĕлтернĕ ведомствăн пресс-службинче.
Маларах çăлавçăсен юсавсăр кимĕ çинчи пулăçсене пулăшма тÿр килнĕ.
Халĕ пирĕн MАХ мессенджерта официаллă канал пур! Унта web.max.ru/-687399910... каçăпа куçма пулать.
Юрий СНЕГОПАД.