Хăрушă çул-йĕр инкекĕнче çăмăл машинăн водителĕ тата виçĕ пассажир вилнĕ.
Право йĕркине сыхлакан органсен тата ятарлă службăсен ĕçченĕсем мĕнле ĕçленине тĕрĕслеме вырăна Пелепейри районсен хушшинчи прокурорăн çумĕ Михаил Григорьев килсе çитнĕ. Прокуратура аварин сăлтавĕпе лару-тăрăвне уçăмлатассине те тимлĕхе илнĕ.
Пушкăртстанри тĕп автоинспектор Владимир Севастьянов тăватă çын пурнăçне илсе кайнă çул-йĕр инкекĕн лару-тăрăвне уçса панă.
- Вилĕмпе вĕçленнĕ пăтăрмах 18.00 сехетре пулса иртнĕ. Çăмăл машина Акçун салинчен Пелепей хулине çул тытнă. Çанталăк условийĕсем начар пулнипе вăл сулăнка кайнă (занесло), водитель руле тытса чараймасăр çăк турттаракан автомобиле пырса çапăннă. Вырăнта следствипе оперативлă ушкăн ĕçлет, - каласа панă Владимир Севастьянов.
Редакцирен: Çул-йĕр инкекĕ сиксе тухсан РФ Шалти ĕçсен министерствин Пушкăртстанри уйрăмĕн шанăç телефон номерĕпе 8(347)279-32-92 шăнкăравлама пултаратăр.