Пур хыпар та
Пăтăрмах
26 Мартӑн , 15:30

Карст шăтăкĕ автомбиле «çăтнă»

Бирск районĕнчи Кивĕ Бурново ялĕнче асфальт çĕр айĕнчи шывсен «пусмăрне» чăтаймасăр анса кайнă. Çапла майпа 20 метр диаметрлă тата виçĕ метр тарăнăшлă карст шăтăкĕ йĕркеленнĕ.

Карст шăтăкĕ автомбиле «çăтнă»
Карст шăтăкĕ автомбиле «çăтнă»

Шăпах вăл «Нива» автомобиле «çăтнă». Телее, водитель машинăран тухма ĕлкĕрнĕ. Инкек куракансем пулман.

Пăтăрмах сиксе тухнă вырăна мĕнпур службăсем тата администраци представителĕсем килсе çитнĕ. Территорие хĕрлĕ-шурă хăюпа çавăрса илнĕ, машинăна туртса кăларнă.   

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас