Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Пăтăрмах
25 Июнӗн , 05:00

Хăрушă çул-йĕр инкекĕнче пилĕк çын пурнăçĕ татăлнă

Ĕнер, июнь уйăхĕн 24-мĕшĕнче, Белорецк районĕнче Ĕпхÿ – Инзер – Белорецк автомобиль çулĕн 195 çухрăмĕнче «Лада Ларгуспа» «УАЗ Патриот» çапăннă.

Хăрушă çул-йĕр инкекĕнче пилĕк çын пурнăçĕ татăлнăХăрушă çул-йĕр инкекĕнче пилĕк çын пурнăçĕ татăлнă
Хăрушă çул-йĕр инкекĕнче пилĕк çын пурнăçĕ татăлнă

Хăрушă аваринче çăмăл машинăн водителĕ тата тăватă пассажир вилнĕ. «Лада Ларгусра» ларса пыракана (2011 çулта çуралнăскер) сиплев учрежденине илсе çитернĕ. Тепĕр автомобилĕн пассажирне тата унăн виçĕ çулхи хĕрне те медицина пулăшăвĕ панă.

Инкек сиксе тухнă вырăна Белорецкри районсем хушшинчи прокурор Рамиль Якупов килсе çитнĕ. Шăпах вăл право йĕркине сыхлакансен ĕçне хак панă.

Надзор ведомствисем пулса иртнин лару-тăрăвĕпе сăлтавне тĕпчеççĕ.

Хăрушă çул-йĕр инкекĕнче пилĕк çын пурнăçĕ татăлнă
Хăрушă çул-йĕр инкекĕнче пилĕк çын пурнăçĕ татăлнă
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас