Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Патриотизм
21 Декабрӗн 2022, 11:15

Пушкăртстан паттăрĕ Раççей Геройĕ ята тивĕçнĕ

РФ Президенчĕ Владимир Путин Октябрьски хулинче çуралса ÿснĕ Степан Белов аслă лейтенанта Раççей Геройĕн çăлтăрĕпе наградăланă.

Пушкăртстан паттăрĕ Раççей Геройĕ ята тивĕçнĕ
Пушкăртстан паттăрĕ Раççей Геройĕ ята тивĕçнĕ

 - Раççей Геройĕ ята пани эпĕ пĕччен тунă çитĕнÿ мар. Çакăншăн  манпа юнашар лартнă тĕллевсене пурнăçлакан батальонти салтак-офицерсене, юлташсене тав тумалла, - тенĕ Степан Белов.  – Вĕсенчен кашнийĕ ятарлă çар операци зонинче пулнă  тата çар тĕллевĕсене пурнăçланă май паттăр шутланать, тĕрĕслĕхшĕн кĕрешет, пирĕн пĕтĕмĕшле историе улăштарса çырма памасть.

Степан Белов 1996 çулхи июнь уйăхĕн 14-мĕшĕнче çуралнă. Шкул пĕтернĕ хыççăн Хусанти аслă танк училищинче пĕлÿ илнĕ. 2018 çулхи декабрь уйăхĕнче унтан вĕренсе тухнă.

Вăл 2019 çулхи январь уйăхĕнче лейтенант званипе çар тивĕçне пурнăçлама тытăннă. 2022 çулхи февраль уйăхĕнчен пуçласа ятарлă çар операцине хутшăнать. Хальхи вăхăтра паттăра батальон штабĕн ертÿçин тивĕçне шанса панă.

Çар çыннин сăмахĕсем тăрăх, вăл ятарлă çар операци зонинче, офицер званине пăхмасăр, танкăн наводчик-операторĕн тивĕçне пурнăçлать. Мĕншĕн тесен çапла майпа çапăçу пыракан вырăнсене сăнама, вĕсенчи лару-тăрăва тĕрĕс хак пама, лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме çăмăлрах. Паянхи кун тĕлне С.Беловăн роти тăшманăн 20 танкне, 9 БМПине тĕп тунă.

Çапăçусенче паттăрлăхпа хăюлăх кăтарнă Степан Белова икĕ хутчен Паттăрлăх орденĕпе, Суворов ячĕллĕ, «Çапăçура палăрнăшăн» тата ятарлă çар операцине хутшăннăшăн медальсемпе наградăланă.

 - Пирĕн çемье Тăван çĕршывăн тивĕçлĕ хÿтĕлевçине çитĕнтерме пултарнăшăн, çынсене юратма тата хисеплеме вĕрентнĕшĕн мăнаçланатăп, - тесе каланă «Октябрьский нефтяник» кăларăма Герой амăшĕ Тамара Витальевна.  – Кашни атте-анне хăйсен ачисенче, уйрăмах арçын ачасенче, патриотизм туйăмĕ аталантармалла тесе шутлатăп.

Степан Белов кĕске вăхăта тăсăлакан отпуск хыççăн ятарлă çар операци пыракан зонăна, хăйĕн подразделенине таврăнĕ.

Пушкăртстан паттăрĕ Раççей Геройĕ ята тивĕçнĕ
Пушкăртстан паттăрĕ Раççей Геройĕ ята тивĕçнĕ
Пушкăртстан паттăрĕ Раççей Геройĕ ята тивĕçнĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: